Кашни ачан ачалăхĕ телейлĕ пултăр
Тĕнчери кашни ачан ачалăхĕ телейлĕ те хаваслă пултăр. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене пулăшас тĕллевпе Чăваш Енре чылай ĕç пурнăçлаççĕ. Психолог канашне илме, вĕренӳ, ĕç ыйтăвĕсене татса пама халĕ чылай ансатрах. Ку енĕпе çемьесене Шупашкарти «Манăн çемье центрĕ» пулăшать. 8 çулхи Владислав тĕрĕс калаçма вĕренет. Кашни урока вăл хаваслă кăмăлпа çӳрет. Мĕншĕн тесен, пуплев кăлтăкĕсене тӳрлетмелли хăнăхтарусем халĕ сенсорлă сĕтел пулăшнипе иртеççĕ. НАТАЛИЯ ШАТОВА: «Хальхи вăхăтра çĕнĕ технологисем пулни лайăх. Çак сĕтел пире ачасене аталантарма пулăшать. Вĕсем çĕнĕ пĕлӳсем илеççĕ. Интереслĕ заданисем тăваççĕ. Кĕнекесенчен, теттесенчен çак хатĕрсем урăхларах аталанма пулăшаççĕ. Вĕсем ачасене çĕнĕ методсемпе паллаштараççĕ. Çĕнĕ пĕлӳсем илме пулăшаççĕ». Вăйă е ăмăрту енĕпе йĕркеленĕ уроксем те интереслĕ иртеççĕ. Ку пӳлĕмре пĕчĕккисен курăмлă-сăнарлă тата логикăллă шухăшлавĕсене малалла аталантараççĕ, сăмах йышне пуянлатаççĕ. ТАТЬЯНА МАЛОВА: «Ачасем социаллă центрта хăйсене телейлĕ туйччăр тесе пирĕн специалистсем питĕ тăрăшса ĕçлеççĕ. Вĕсемпе тĕрлĕ мероприятисем туса ирттереççĕ. Яланах ачасемшĕн тăрăшса вĕсем çемьене таврăнччăр тесе питĕ пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакăнта ачасене телейлĕ пурăнса ирттермешкĕн вĕсем валли пĕтĕмпех хатĕр». Центрта йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшакан фонд гранчĕпе юсав ĕçĕсем ирттернĕ те, çĕнĕ оборудованипе техника туяннă. Ачасем тăхтав вăхăтĕнче те ахаль лармаççĕ. Кашнине аталану пӳлĕмĕ илĕртет, тыткăнлать. Калăпăр, психолог пӳлĕмне пĕчĕккисем асамлăх тĕнчипе танлаштарççĕ. ЕЛИЗАВЕТА ЦВЕТКОВА: «Ку, сăмахран, каçхи тӳпе. Вăл тĕрлĕ тĕссемпе çутать. Ăна алăпа çапла сăтарсассăн йывăрлăхсене манса каятăн, лăпланатăн». Республикăра çемье тĕрекне çирĕплетес тĕллевпе тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ. Çемьесене укçа-тенкĕ енчен 74 тĕрлĕ пулăшу параççĕ. Пĕтĕмĕшле социаллă тӳлевсене республикипе 55 000 яхăн çемье илсе тăрать. АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Телейлĕ ача телейлĕ çемьерен пуçланать. Республикăра ачаллă çемьене пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланаççĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе çемье пепкерен кĕтнĕ тапхăртан пуçласа ача 17 çул тултариччен пулăшать. Çемьене пулăшас енĕпе республикăра социаллă пулăшу паракан учрежденисем ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен каласан, манăн çемье центрĕ кăçал Шупашкар хулинче уçăлнă. Çак центрта йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесем пулăшу илме пултараççĕ». Кунта çемьсем интернетпа усă курса кирлĕ информацие тупма та пултараççĕ. Колл-студире социаллă пулăшăва мĕнле тивĕçмеллине е, сăмахран, ачасене ăçта хушма пĕлӳ панине тата ыттине те пĕлме пулать. Медиастудире вара çемьесем валли тренингсемпе ăсталăх лаççисем, пултарулăх çыннисемпе тĕлпулусем ирттереççĕ. Елизавета Цветкова, Бахтияр Велиев