Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Кашни ача телее тивĕç

Чăваш Енре çитес çула телейлĕ ачалăха халаллĕç. Çулталăк тăршшĕпех çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ енлĕ тимлĕх уйăрĕç. Сывлăх енчен хавшакрах çуралнисене тата вĕсен ашшĕ-амăшне социаллă тата медицина пулăшăвĕ парассине вăйлатĕç. Ку енĕпе Чăваш Енре пĕчĕккисемпе çул çитменнисем валли хута янă реабилитаци центрĕ çăмăллăх кÿрет.

10 çулти Лена Белова тухтăрсене кашнийĕнчех хăйĕн ырă кăмăлĕпе, çепĕç йăл куллипе тыткăнлать. Ача-пăча цербраль параличĕ диагнозпа çуралнă пулсан та вăл пурнăçпа туллин киленме пĕлет. Реабилитаци центрĕнче «Локомат» тренажерпа тутаракан хăнăхтарусене те вăл тăрăшсах тăвать. Кашни процедура хыççăнах Лена лайăхрах та лайăхрах туйнине палăртать унăн амăшĕ.

ОКСАНА БЕЛОВА: «Вăхăтсăр çуралнипе ача çакăн пек аманса юлчĕ. Эпир ку центрта нумай çул хушши сипленетпĕр. Ленăна питĕ килĕшет. Вăл хаваспах çӳрет кунта. Килнĕшĕн яланах савăнать. Кунта килессе кĕтет».

6 çулти Есения вара алă моторикине аталантарать. Хастарскер çак центра çӳресе хăйне телейлĕрех туять.

ЛАРИСА УГАСИНА: «Ку центра эпир 4 çул çӳретпĕр. Кунта пире дефектологсем, психиатрсем, логопед процедурăсем тăваççĕ. Унсăр пуçне пирĕн пата киле килеççĕ, ку центртан специалистсене тата кирлĕ оборудовани илсе килеççĕ».

Есения тата ытти вун-вун ача килĕсенче те хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултараççĕ. Çакна пурнăçлама «Мобильлĕ микрореабилитаци центрĕ» социаллă проект май парать. Унпа килĕшӳллĕн ачасен ашшĕ-амăшĕ дистанци мелĕпе консультаци пулăшăвне тивĕçме пултарать.

РОЗА ВЛАДИМИРОВА: «Чăваш Республикинче 2023-мĕш çул телейлĕ ачалăх çулĕ пулнипе пирĕн тата усăллă шухăшсем çуралаççĕ, ачасене тата мĕнле меслетсемпе пулăшмалли, мĕнле çĕнĕрен меслетсем тата мĕнле лайăхрах реабилтаци тăвас тесе пирĕн специалитсем питĕ тăрăшса ĕçлеççĕ».

 Кашни ача телее тивĕç. Çак шутра тĕрлĕ сăлтава пула йывăр-лару-тăрăва лекнисем те. Вĕсене çăмăллăх кӳрессине, пурнăç ăраскалне парнелессине реабилитаци центрĕ çитес çул та пысăк тимлĕх уйăрĕ.  



Национальная телерадиокомпания Чувашии.
15 сентября 2022
13:37
Поделиться