Пĕр ĕçре – ашшĕ-амăшĕ те, ачисем те, мăнукĕсем те...
Несĕлтен – несĕле, ăруран-ăрăва. Чăваш Енре ĕçпе мухтава тивĕçнĕ династисене чысларĕç. Пысăк уява республикăри тĕрлĕ тăрăхри 27 йăх-несĕл хутшăнчĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 10 000 ытла çулпа танлашать. Пĕр профессире тăрăшакан тăвансемпе пурăнасси, кил-йышра яланах пĕр темăпа калаçасси мĕнлерех вăл? Ыйтăва Юлия Адюкова репортёр тишкерчĕ.
Вĕрентекенсем, тухтăрсем, вăрман тата ял хуçалăхĕн ĕçченĕсем, юрăçсем. Çак династисенче мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма тата хисеплеме хăнăхтараççĕ. Çавăнпах çитĕнекен ăру та аслисен çулне такăрлатать. Çакна сцена çине пĕрремĕш тухма тивĕçнĕ Романовсемпе Морушкинсен йăхĕ çирĕплетет. Вĕсен династийĕнче 30 вĕрентекен. Хăйсен пархатарлă кун-çулĕпе вĕсем 1078 çулпа танлашакан ĕç стажне тултарнă.
РИММА АНТОНОВА: «Учитель вĕт-ха вăл питĕ ĕлĕк çавăн пек паха специальность пулнă, питĕ пăхăннă вĕсене, учительсене, çавăнпа та пулĕ эпир пурте вĕрентекене кайнă. Тĕлĕнмелле. Тарăн пĕлӳ парас килет. Çав воспитани енĕпе те лайăх майсем парас килет».
Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕнчи Вороновсем вара хăйсен чун киленĕçне çĕр ĕçĕнче тупнă. 400 çул каялла пуçарнă династие вĕсем юнпа куçса пыракан, Турă пилленĕ ăсталăх евĕр йышăнаççĕ.
ЮРИЙ ВОРОНОВ: «Ман дедшукăн ачисем те çĕр çинче. Вĕсен ачисенчен пĕри хальте пурăнать, ман дядя пулать вăл, 35-мĕш çулхи. Хальте çĕр çинче ĕçлет. Вĕсене пăхса эпĕ хам та яла юлнă».
Ĕç династийĕсене республикăн ылтăн фончĕпе танлаштарма пулать. Пĕр йăхри тăвансем хăйсен шăпине парăнса тăрăшнипе предприятисене те, çĕршыва та шанчăклă тĕрев кӳреççĕ.
– Пĕр предприятинче çемье ăруран-ăрăва ĕçлесе пыни вăл çак предприяти питĕ лайăх аталанса пыракан предприяти пулине пĕлетерет. Çак ĕç династийĕн ĕçченĕсен вĕсен ăсталăхĕ те тата ĕç пахалăхĕ те ӳссе, ӳссе пырать. Çавăнпа та кунта пурте выляса илеççĕ тесен те юрать, çыннисем те, предприятийĕ те, отрасль те, пирĕн çĕршыв та. Республика ертӳçи Олег Николаев ĕç династийĕсен юхăмне аталантарма тата хавхалантарма хатĕр пулнине каларĕ. Ырă хыпар йăхĕ-йăхĕпе пĕр тытăмра тăрăшакансене суйласа илнĕ ĕçре çитĕнӳсем тума хушма çунат парнелĕ.