Министерство труда и социальной защиты Чувашской Республики

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ

«Ӗмӗр ӗмӗрлесси уй урлӑ каҫасси мар», теҫҫӗ халӑхра. Ҫамрӑк чухне ҫавна ӑнланса пӗтерейместпӗр-ҫке — пурнӑҫ ҫапла вӗҫӗмсӗр хаваслӑ, ҫирӗп вӑй-халпа, ҫӑмӑллӑн иртессӗн туйӑнать. Людмила Семенова шӑрантаракан «Ӗ,мӗр сакки сарлака» юрӑри пек, «мӗнле пурӑнмаллине, пурнӑҫ тути-масине хӗрӗх урлӑ каҫсан тин ав пуҫлатпӑр чухлама». Пурин шӑпи те пӗр пек килмест, ҫулсем иртнӗҫемӗн пӗрисене чир-чӗр хавшатать, иккӗмӗшсем ҫывӑх ҫыннисене ҫухатаҫҫӗ, теприсемпе пӗр-пӗр инкек сиксе тухасси те пулать.

Пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене патшалӑх тимлӗхсӗр хӑвармасть. Вӗсене пулӑшу парассине пирӗн ҫӗршывра халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрсем хӑйсем ҫине илнӗ. Чӑваш Республикин Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин «Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» бюджет учрежденине Татьяна Геннадьевна Смирнова ертсе пырать. Пысӑк коллективра пурӗ 87 ҫын килӗштерсе ӗҫлет, вӑл шутран ҫитмӗлӗшӗ — пӗччен пурӑнакан ватӑсене килӗнче пӑхакансем. Учрежденин миссийӗ — социаллӑ пулӑшу илекенсен сывлӑхне ҫирӗплетме тата ӗмӗр тӑршшӗне ӳстерме, пултарулӑх вӑй-хӑватне аталантарма, пӗтӗмӗшле пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшакан майсем йӗркелесси. Центр ӗҫченӗсем ватлӑхри ҫынсене, инвалидсене, ачасемпе йывӑр лару-тӑрури ҫемьесене медицина, психологи, право, экономика, йӑла тӗлӗшӗнчен социаллӑ пулӑшу параҫҫӗ.

Паллах, тӑван килте пурӑннине нимӗн те ҫитмест. Кунта кашни кӗтес, мӗнпур япала ҫывӑх. Пӗччен юлнӑ ватӑсемпе хевтесӗрленнисем хӑнӑхнӑ вырӑнтах пурӑнма  пултарччӑр тесе ҫынсене килӗнче социаллӑ пулӑшу паракан уйрӑм йӗркеленӗ. Аптекӑна е магазина ҫитсе килмелле-и е пӳрт-ҫуртра тирпейлемелле — социаллӑ ӗҫченсем ҫав ӗҫсене куллен пурнӑҫлаҫҫӗ. Комсомольски муниципаллӑ округӗнче кӑҫалхи майӑн 1-мӗшӗ тӗлне ҫавӑн пек пулӑшу кирлӗ 75 ҫынна шута илнӗ, ҫав йышран 7-шӗ январь — апрель уйӑхӗсенче хушӑннӑ. Вӗсем хушшинче — ӗҫ ветеранӗсем, инвалидсем, ҫӑмӑллӑхсӑр социаллӑ пулӑшу илекенсем. Кусен шутне ача-пӑчасӑр е ывӑл-хӗрӗ аякра пурӑнакан ватӑсем кӗреҫҫӗ. Уйрӑм заведующийӗ, центр хӳттине илнисене социаллӑ ӗҫченсем паракан пулӑшу пахалӑхне тӗрӗслес тӗллевпе, кварталта пӗр хутран кая мар килсене ҫитсе ҫаврӑнать.

Килте пӗччен юлнӑ ватӑсене хӑйсем тӗллӗн пурӑнма чӑннипех те ҫӑмӑл мар. Шурутри стационарлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче ют ҫын тӗревӗсӗр пурӑнайман 11 ҫын хӳтлӗх, кил ӑшши тупнӑ, вӗсен вӑтам ӳсӗмӗ — 84 ҫул. Кунта пурӑнмалли, канмалли условисене аван йӗркеленӗ. Социаллӑ ӗҫченсем пациентсене вӑхӑтра апат ҫитереҫҫӗ, пӳлӗмӗсене тирпейлесе тӑраҫҫӗ, сывлӑхӗсене тӗрӗслеттереҫҫӗ. 

Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр тытӑмӗнче васкавлӑ социаллӑ пулӑшу уйрӑмӗ те пур. Асӑннӑ уйрӑм ӗҫченӗсем вӑл е ку ыйтупа консультаци парассишӗн, килтен хӑй тӗллӗн тухса ҫӳрейменнисене  центрӑн ятарлӑ автомашинипе больницӑна диагностика тӗрӗслевӗсем кӑларма, анализсем пама илсе кайса ҫӳрессишӗн яваплӑ. 2023 ҫулхи тӑватӑ уйӑхра  245 ҫынна васкавлӑ социаллӑ пулӑшу панӑ.

Ӑнӑҫсӑр ҫемьесем — обществӑн чӑннипех пысӑк проблеми. Ашшӗ-амӑшӗ ӗҫкӗпе иртӗхнӗрен, йӗркесӗр пурӑннӑран е ҫителӗклӗ тимлӗх уйӑрманран ним айӑпсӑр ачисем хӗн кураҫҫӗ. Ҫакӑн пек ҫемьесене те центрта ӗҫлекенсем куҫран вӗҫертмеҫҫӗ, тӑтӑшах рейдсем ирттереҫҫӗ. Майӑн 1-мӗшӗ тӗлне центр специалисчӗсем ҫакнашкал 164 ҫемьене пулӑшнӑ. Ҫав шутран ытти профилактика субъекчӗсемпе пӗрле социаллӑ патронаж йӗркипе ӑнӑҫсӑр  24 ҫемьене (вӗсенче ҫул ҫитмен 58 ача ҫитӗнет) ҫитсе унти лару-тӑрупа паллашнӑ.

Кунсӑр пуҫне, асӑннӑ уйрӑм пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемьесенче ҫул ҫитмен ачасем пур пулсан, вӗсене кану лагерӗсене ярассине те йӗркелет. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен тивӗҫне туллин пурнӑҫламасан ача-пӑча йӑнӑш ҫул ҫине тӑни те час-час тӗл пулать. Ҫакӑн пек тӗслӗхсенче кунашкал ачасене ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссие учета тӑратма та тивет. 

Чӑваш Республикин Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин «Комсомольскинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ» бюджет учрежденийӗн ӗҫченӗсем хӑйсен хӳттине илнӗ ҫынсемпе яланах сӑпайлӑ та ӑшшӑн калаҫаҫҫӗ, вӗсене пӗтӗм ыйтупа пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ



Комсомольская районная газета «Каçал ен»