Чунĕпе вăйлă
Вĕсенче арçынлăх палăрать. Тӳсме тивнĕ йывăрлăх сывлăх енчен хавшак çынсене чунĕпе тата та вăйлăрах пулма хистет. Шăпах вĕсене халалласа раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчере сусăрсен кунне паллă тăваççĕ. Çамрăксене тата вĕсен вĕрентекенĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. Трактор тăвакансен культура керменĕнче сывлăх енчен хавшак çынсем пухăнчĕç. Чи малтанах республикăри учрежденисем хатĕрленĕ куравпа паллашрĕç. Сусăр çынсем валли 21-мĕш ĕмĕрте тĕрлĕ хатĕр пур. Ĕçлекен алă, утакан ура. Вĕсене вара Чăваш Енре те тăваççĕ. Кунсăр пуçне сывлăх енчен хавшак çынсен ăс-тăнне анлăлатма çĕнĕ технологисем кĕрсе пыраççĕ. ЛАРИСА АГАШЕВА: “Çак çипсемпе каранташсемсĕр, сăрăсемсĕр, клейсăр ĕçлемелли çакăн пек технологи шыраса тупрăмăр. Çак çипсемпе эпир ачасемпе тĕрлĕрен ӳкерчĕксем ӳкеретпĕр. Тĕрлĕ сюжетлă ӳкерчĕксем ӳкеретпĕр. Пĕр пайран тăракан ӳкерчĕксем те ӳкеретпĕр. Пысăкрах шкула кайма хатĕрлекен ачасемпе сас паллисем çырма пултаратпăр, сыпăксем çырма пултаратпăр”. Республикăри пĕлӳ çурчĕсем çеç мар, сыватмăшсем те пулăшу парса тăраççĕ. Сусăр çынсене пулăшасси – вĕсен тĕп тĕллевĕ. Ятарлă хăнăхтарусем ачасемшĕн питĕ усăллă. Çакна тухтăрсем те çирĕплетеççĕ. ЛИАНА ОВЕЧКИНА: “Пирĕн ачасем тĕрлĕрен ӳкерчĕксемпе ӳкерме юратаççĕ. Акă, çакăнта эпир шыв çинче ӳкернĕ ӳкерчĕке куратпăр. Çакăн пек ӳкерни ачасен пăлханулăхне чакарать, вĕсен пултарулăхне кăтартать, лăпланма пулăшать”. Сывлăх енчен хавшак ачасем хăш-пĕр енпе вăйлăрах аталаннă. Кунсеренех вĕсем тĕрлĕ ал-ĕçĕпе паллашаççĕ. ТАТЬЯНА ТИМКИНА: “Ачасем, амăшĕсем тата ашшĕсем пĕрле ĕçлетпĕр. Çак япаласене эпир тăмран, гипсран, хутран тăватпăр. Ачасен аллисем хускалаççĕ, ăс-тăнĕсем вăйланаççĕ. Ачасене анчах мар, ашшĕ-амăшĕсене те питĕ килĕшет. Вĕсем пĕрле туслă, хавхаланса ĕçлеççĕ”. Сывлăх енчен хавшак пулсан та, вĕсем тĕрлĕ ăмăртура палăраççĕ, малти вырăнсем йышăнаççĕ. Маттур çамрăксене тата вĕсене пурнăçра тĕрĕс утма вĕрентекенсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев чысларĕ. Паллах, сывлăх енчен хавшак çынсене пулăшасси – кашнин тивĕçĕ. Сусăрсене республикăри вăрçăпа çар ветеранĕсен канашĕнче тăракансем те ыттисемпе пĕр тан утма хавхалантараççĕ, вĕсемпе тĕл пулсах тăраççĕ. ГЕНРИХ ВАСИЛЬЕВ: “Камăн алли сусăрланнă, камăн ури сусăрланнă, вĕсене валли кунта çав япаласене, хусканусене тума хатĕрсем илме пулать. Тата унсăр пуçне тата тĕрлĕрен картинăсем, аллисене вылятма тĕрлĕрен мелсем вĕрентеççĕ. Тата кунта çамрăксем кĕрешӳ енĕпе те аталанаççĕ. Çак ĕçсене пирĕн ветерансен пĕрлешĕвĕ хутшăнса пырать”. Сусăрсене хавхалантарни, май пур таран тимлĕх уйăрни вĕсем çĕршывшăн кирлĕ çын пулнине савăнăçлă уяв тепĕр хут çирĕплетрĕ. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсене пулăшма кашниех васкать.