Республика Пуҫлӑхӗ Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче каланипе килӗшӳллӗн, Ӗҫлев министерстви ятарлӑ саккун проекчӗ хатӗрленӗ, ҫак тӗллеве пурнӑҫлама 218 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Вӑрҫӑ ветеранӗсемпе инваличӗсене е вӗсен тӑлӑха юлнӑ мӑшӑрӗсене, Ленинград блокадине тӳссе ирттернисене, концлагерьте пулнисене 20 пин, тыл ӗҫченӗсемпе «вӑрҫӑ ачисене» 5 пин параҫҫӗ. Ҫак пулӑшӑва тивӗҫекенсем Чӑваш Енре 41 пин патне.